Чăваш чĕлхи эрни

Чăваш чĕлхи эрни

„Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Чĕлхе халăхпа пĕрле çуралнă. Чĕлхесĕр халăх çук. Халăхсăр чĕлхе çук. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук“,-тесе вĕрентнĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев.  Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче гимназире те чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.  Пиллĕкмĕш классем „Чăваш Республикин символĕсем“ презентаципе паллашрĕç, хăйсен аллипе буклет ăсталарĕç. Улттăмĕшсем Леонид Агаковăн „Ылтăн вăчăра“ повесть сыпăкĕсене вуларĕç. Вăрçă никама та шеллеменнине, ачасем те фашистсене хирĕç  аслисемпе тан çапăçни çинчен сÿтсе яврĕç. Çиччĕмĕшсем „ Салтак ачисем“ повесть сыпăкĕсене вуласа тишкерчĕç. Паянхи кунпа танлаштарчĕç, паян та ачасем СВОра çапăçакан салтаксене май килнĕ таран пулăшни çинчен калаçрĕç: маскировка сетне явни, çуртасем шăратни, çырусем çырни те –пулăшу тесе палăртрĕç. Татах та маттур пулмалла тесе çирĕплетрĕç. Тăххăрмĕшсем „ Чăваш чĕлхи- тĕрĕк чĕлхи“ диспут урокра вăй виçрĕç. Вуннăмĕшсем Чăваш Республики тăрăх виртуаллă экскурсире пулчĕç. Вунпĕрмĕшсем „Эсир пĕлетĕр-и?“ викторинăра чăваш чĕлхипе культурине чи лайăх пĕлекенне палăртрĕç. Викторинăра чи лайăх результат кăтартаканĕ Васильев Аксен пулчĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче гимназистсем “Пĕтĕм чăваш диктанчĕ“ акцие активлă хутшăнчĕç. Диктанта  „пиллĕклĕх“ çыракансем: Жандарова Мария, Лапташкин Андрей,Охтерова Наталия, Поликарпова Валентина тата Охтерова Кира пулчĕç.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Лапташкин Андрей, вуннăмĕш класс вĕренекенĕ, регионсем хушшинче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕ тĕнче шайĕнче иртекен олимпиадăна хутшăнма тивĕçрĕ.