Интернет олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Интернет олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

         Ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттерчĕОлимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче  5-11 классенче вĕренекен 679 ача хутшăнчĕ. Çак олимпиадăна гимназире 7а класра вĕренекен Охтерова Наталияпа Ряб Илья, 8б класра вĕренекен Объездчикова Мария, 10а класра вĕренекен Арсентьева Эмилия хутшăнчĕç. Пурте çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.  Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.

Фотогалерея