Гимназире ачасем Мария Шоклева режиссер ӳкернӗ "Королевство потерянных языков" фильмпа паллашаҫҫӗ

Гимназире ачасем Мария Шоклева режиссер ӳкернӗ "Королевство потерянных языков" фильмпа паллашаҫҫӗ

Гимназире киноуроксем иртеҫҫӗ. Ачасем Мария Шоклева режиссер ӳкернӗ "Королевство потерянных языков" фильмпа паллашаҫҫӗ. Фильм ачасене питӗ килӗшет. Вӗсем чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ ҫине урӑх куҫпа пӑхаҫҫӗ. Тӗп геройсен калаҫӑвӗ, тыткалӑрӑшӗ ачасене ҫывӑх. Вӗсем те хӑйсене ҫавӑн пекех тытаҫҫӗ. Фильм вӗҫнелле ачасен шухӑшлавӗ улшӑнать. Ҫак куракансене шухӑша ярать. Ачасем фильма темиҫе хут пӑхнине те калаҫҫӗ. Урӑх регионта пурӑнакан тӑванӗсене курма сӗннине пӗлтереҫҫӗ. Паллах, ку савӑнтарать. Ҫакӑн пек ӗҫсем тата пулассине шанас килет. Питӗ кирлӗ ӗҫ тӑватӑр. Тавах!

Иванова И.В., чăваш чĕлхи учителӗ