Тăван чĕлхене хаклама вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта кашни çулах. Гимназире чăваш чĕлхи эрни иртет. Çак эрне хушшинче нумай ĕç туса ирттеретпĕр эпир. Улттăмĕш классем Владимир Галошев чăваш юмахĕсен мотивĕпе ÿкернĕ „Чăваш тĕнчи“ ÿкерчĕклĕ фильмпа паллашрĕç. Чăваш халапĕсемпе юмахĕсем вĕсене тыткăна илчĕç, вĕсене алла тытса вулас кăмăл çуратрĕç.