Музейри «чĕрĕ урок“

Музейри «чĕрĕ урок“

Паян гимназире 8а класра вĕренекенсем „Етĕрне тата унăн çыннисем“  урока музейра ирттерчĕç. Етĕрнери художество тата краеведени музей ĕçченĕ Нина Арсентьевна ачасене тарават кĕтсе илчĕ. Ачасем Н. И Ашмарин пурнăçĕпе стенд çинчи материала вуласа, словарьсемпе кĕнекесене   алла тытса  паллашрĕç. Нина Арсентьевна Ашмарин пурнăçĕнчи интереслĕ фактсемпе паллаштарчĕ. Ачасене Етĕрне крепоçĕн макечĕ питĕ интересленчĕ. Паянхи гимнази вырăнĕнче 16 ĕмĕрте уй кăна пулни ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Художниксен картинисенчи Етĕрне тăрăхĕ илемлĕ, куçа илĕртет, шухăша ярать.  Константин Волков хирург çинчен те аса илчĕç, унăн пултарулăхĕ мĕн тери тĕрлĕ енлĕ иккен. Ачасене питĕ килĕшрĕ, вĕсем музея татах килме пулчĕç.



Фотогалерея