Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

„Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Чĕлхе халăхпа пĕрле çуралнă. Чĕлхесĕр халăх çук. Халăхсăр чĕлхе çук. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук“,-тесе вĕрентнĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев. Чăваш Республикинче вăл çуралнăранпа 153 çул çитнине паллă туса ака уйăхĕн  19-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи эрни иртет.

       Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче гимназире те чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Пиллĕкмĕш классем „Чăваш Улăпĕ“ презентаципе паллашрĕç, Иван Яковлевичăн ачалăхĕ çинчен пĕлчĕç. Унăн „Çуркунне“, „Йăлăнтармăш“ калавĕсемпе вуласа паллашрĕç. Калавсем ачасене тимлĕ пулма, хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентеççĕ тесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Калавсен содержанийĕ тăрăх ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелес  терĕç.

Тăххăрмĕшсем  И. Я. Яковлевăн  пурнăçĕпе пултарулăхне чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. 30 ыйтуллă викторинăра чи лайăх результат кăтартакансем Никита Семенов, Чернова Ксения, Евгения Шмарина, Соломкина Софья пулчĕç.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче саккăрмĕш классем районти „И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан“ викторинăна хутшăнчĕç.

7а класра Марфа Трубинан „ Ача чухнехи“ повеçĕн сыпăкĕсем тăрăх вулав урокĕ иртрĕ. Ачасем историпе культура урокĕсенче пухнă пĕлÿпе усă курса 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш ялĕнчи пурнăçа хак пачĕç. Марфа Трубинан автобиогрфиллĕ хайлавĕнчи И.Я.Яковлев сăнарĕ те интереслĕ пулчĕ ачасемшĕн. Марфа Трубина Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕмĕрĕпех шкулта вăй хуни çинчен, паллă ача-пăча çыравçи пулса тăни çинчен калаçрĕç.