Иванова И.В. - регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет-олимпиада призерĕ

2021 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет олимпиада иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 71 учитель хутшăнчĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 15 ыйтăва хуравларĕç. Етĕрнери 1-мĕш гимназире вĕрентекен Иванова И.В. призер пулса тăчĕ. Эпир ăна пĕтĕм коллективпа саламлатпăр!