Етĕрнери 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхин эрнинче „Чăваш кĕнекисене вулатпăр” акци малалла пырать. Пиллĕкмĕшсем чăваш халăх юмахĕсене, халапĕсене вуласа тишкерчĕç. Саккăрмĕшсем Леонид Агаковăн пултарулăхĕпе паллашрĕç, „Кăсăя” калавне вуласа тишкерчĕç. Тăххăрмĕшсем Юхма Мишшин „Шурçамка” повеçĕн сыпăкĕсене киленсе вуларĕç. Кам чи лайăх тимленине, ăнланнине викторина ыйтăвĕсем çине хуравласа палăртрĕç.