Чǎвашсен пур сумлǎ çын,
Пурте ун ятне пěлеççě,
Ваттисем калаçнǎ чух
Ырǎпа çеç асилеççě.
Чǎвашсем валли вара
Чěмпěрте вǎл хǎй шкул уçнǎ.
Букварьсем çыра-çыра
Пулнǎ шурǎ юр пек пуçлǎ. (А.Кǎлкан)
Паян, ака уйǎхěн 20-мěшěнче, Етěрнери 1-мěш гимназири 7–9-мěш классенче вěренекенсем «И.Я.Яковлев тата Чěмпěр чǎваш шкулě» презентаципе паллашрěç. 1868 çулхи юпа уйǎхěн 28-мěшě Чěмпěрти пěрремěш чǎваш шкулě уçǎлнǎ кун шутланать. 50 çул хушшинче Чěмпěр шкулěнчен пин ытла учитель вěренсе тухнǎ. Яковлев шкулěнчен учительсем çеç мар, писатель, поэт, артист, композитор сахал мар вěренсе тухнǎ: К.В.Иванов – чǎваш литературин классикě, «Нарспи» поэма авторě; Ф.П.Павлов – чǎвашсен профессилле музыкине пуçарса яраканě, драматург; С.М.Максимов – композитор; И.С.Максимов-Кошкинский – чǎваш театрне пуçарса яраканě, драматург, куçаруçǎ, режиссер, актер; Н.В.Шупуççынни - поэт тата ытти те.
И.Я.Яковлев уçнǎ Чěмпěр чǎваш шкулě чǎваш халǎхěшěн университет та, академи те, консерватори те, театр та пулнǎ.
Ан манǎр, асра тытǎр чǎваш халǎхěн Улǎпла паттǎрне - Иван Яковлевич Яковлева!