И.Я.Яковлев «Чǎваш халǎхне» халал

       Етěрнери 1-мěш гимназире чǎваш чěлхи эрни малалла пырать. Гимнази библиотекарě Ольга Александровна И.Я.Яковлев пурнǎçěпе ěçне – хěлне çутатса паракан кěнеке куравě йěркеленě. 5-11 классем тěрлě темǎсемпе хаçатсем кǎлараççě: «И.Яковлев ачалǎхě», И.Яковлевǎн ǎса вěрентекен калавěсем», «Чěмпěр чǎваш шкулě», «Чěмпěр чǎваш шкулěнче вěреннě паллǎ çынсем» тата ытти те.

      10- мěш класра вěренекенсем И.Я.Яковлевǎн «Чǎваш халǎхне» халалне вуласа тишкерчěç. И.Я.Яковлев халалě – ÿсекен ǎрǎва каланǎ пехил. Ăна вǎл 1921 çулта çырнǎ. Халалта чǎвашсен пурнǎçěнче 6 пысǎк ěç  тěп вырǎнта тǎнине палǎртнǎ.

1.Турра, пурнǎçа ěненсе пурǎнасси калама çук пысǎк пěлтерěшлě.

2.Вырǎс халǎхě – пит пысǎк халǎх. Вǎл ырǎ кǎмǎллǎ, ǎслǎ, эсир ǎна итлěр, юратса пурǎнǎр.

3.Пěр чěлхе пěлни – пěр ǎс, нумай чěлхе пěлни – пěрлехи ǎс тенине тěпе хунǎ И.Я.Яковлев.

4.Тǎрǎшса вěренěр.

5.Пěр – пěрне пулǎшса пырасси – пысǎк ěç.

6.Килěшсе ěçленě ěç пысǎк усǎллǎ. Чи пěчěк ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр.

Халала тишкерсе хакланǎ май ачасем, вǎл паян та пысǎк пěлтерěшлě пулнине палǎртрěç.

Аслǎ Вěрентекенěмěр тунǎ ěçе эпир çулсем иртнěçемěн тата ытларах хаклатпǎр.