Сěм вǎрман, ылтǎн хир, Атǎл шывě…
Тěрлě халǎх кунта пурǎнать.
Чǎваш çěрě – юратнǎ çěр – шывǎм
Çулсерен çěнелсе улшǎнать (Ю.Петров)
Чǎваш Республики – эпир пурǎнакан çěр, Раççей Федерацийě шутне кěрет. Етěрнери 1-мěш гимнази вěренекенěсем И.Я.Яковлев çуралнǎранпа 170 çул çитнине халалланǎ чǎваш чěлхи эрнине пуçланǎ май Тǎван çěр кашни çыншǎн мěнле хаклǎ пулнине палǎртрěç. Тǎван çěр-шыв çинчен калакан сǎвǎсем вуларěç, ваттисен сǎмахěсене пǎхмасǎр калама вěренчěç, вěсен пуян та тарǎн пěлтерěшне ǎнлантарса пама тǎрǎшрěç.
Тǎван çěр-шыв вǎл – пирěн атте-анне;
Тǎван çěр-шыв вǎл – эпě ÿснě кил-çурт;
Тǎван çěр-шыв вǎл – атте-анне панǎ чěлхемěр.
Тǎван патшалǎх символěсене хисеплесси – кашни çын тивěçě. 5-мěш класра вěренекенсем Чǎваш Республикин патшалǎх символěсемпе паллашрěç. Гимн сǎмахěсене пǎхмасǎр каларěç. Патшалǎх символěсен авторěсем камсем пулнипе кǎсǎкланчěç.
5-8-мěш классем «И.Я.Яковлев пурнǎçěпе пултарулǎхě» викторинǎна хутшǎнчěç. Чи пултаруллисем 5 тата 8 класра вěренеççě.