Сĕм вăрман, ылтăн хир, Атăл шывĕ...
Тĕрлĕ халăх кунта пурăнать.
Чăваш çĕрĕ – юратнă çĕр-шывăм
Çулсерен çĕнелсе улшăнать.
(Юрий Петров)
Етĕрнери 1-мĕш гимназире вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрни пынă май тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. 5-6 класра вĕренекенсем Тăван çĕр-шыв çинчен сăвăсем пăхмасăр каларĕç, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç.
7-мĕш класс хĕрачисем Л.Григорьевăпа Е.Михайлова район шайĕнче ирттернĕ „Туслăх хĕлхемĕ” фестивале хутшăнса 1,2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
7 классем „Чăваш чĕлхи” викторинăра та хастар пулчĕç. Чăваш чĕлхине çÿллĕ шайра пĕлекенсем çаксем пулчĕç (Григорьева А., Краснова К., Лапташкин Г., Сорокин Р., Григорьев Е.) Саламлатпăр вĕсене!