Чăваш чĕлхипе литература эрнинче Етĕрнери 1-мĕш гимназире 7–мĕш класра вĕренекенсем чăваш космонавчĕсене халалланă презентаципе паллашрĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Андриян Николаев, Муса Манаров, Николай Бударин пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕ ачасене кăсăклантарчĕ. Темиçе çул каялла Н. Бударин гимназистсемпе тĕл пулнине аса илчĕç.
Ачасем чăвашсен паттăр ывăлĕсемпе мăнаçланчĕç, вĕсем пек маттур пулма ĕмĕтленчĕç.