Етĕрнери 1-мĕш гимназире чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Паян вуннăмĕшсем чăваш театрĕн çул-йĕрне аса илчĕç, П.Осиповăн "Айтар (Пирĕн пурнăç хăтлăхра)" драми тăрăх лартнă спектакле курса тишкерчĕç. Тăххăрмĕш "б" класра вĕренекенсем "Етĕрне ен" викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.