Паян ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ!
Кăçал чăваш чĕлхи эрнине тата Чăваш чĕлхи кунне И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа ирттеретпĕр.
„Тăван чĕлхесĕр чăн – чăн пĕлÿ çук”, - тенĕ Иван Яковлевич Яковлев. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче, тĕрлĕ йывăрлăхсене тÿссе, аталантарса, ÿстерсе пынă, хăй ăс – тăнĕпе кăмăлĕн уççи туса çитĕнтернĕ. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс – хакăлне ÿстерме вĕренсе пырать. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ ÿсеймест.
Чăваш чĕлхи кунĕ Етĕрнери 1-мĕш гимназире чăваш юрри – кĕвви янăрарĕ. Ачасем пĕр – пĕринпе чăвашла пуплерăç. 8б класра вĕренекенсем вара хăйсен вĕрентекенĕсемпе Етĕрнери тĕп библиотекăна çул тытрĕç. Уява ача-пăча библиотекин ертÿçи Токарева И.Г. уçрĕ. Вăл кĕскен паянхи уяв пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Гимназистсем вара И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Вĕсем çаксем - Леонтьев Ефим, Михайлова Наталья Влад., Давыдова Наталья, Пахомова Надежда, Мартьянова Анна, Михайлова Наталья Викт., Данилов Кирилл. Электронлă презентаци мĕн илтнине куçпа курса çиреплетме пулăшрĕ. Уяв И.Я.Яковлева халалланă сăвăсемпе вĕçленчĕ. Тухса калаçакансене тата сăвă калакансене Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕç.