И.Я.Яковлев ачалăхĕ (тавçăруллисен ăмăртăвĕ)

        Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне Етĕрнери 1- мĕш гимназире пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн ачалăх çулĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Чăваш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă ача çавăн пек çĕкленсе, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ пулса тăнине пĕлме ачасемшĕн питех те интереслĕ пулчĕ. Ачалăх çулĕсем çинчен çырнă аса илÿсемпе паллашнă хыççăн „ И.Я.Яковлев ачалăхĕ” ятпа тавçăруллисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Даниил Пузырников, Егор Капитонов, Максим Григорьев, Илья Михайлов, Павел Данилов, Вадим Дербенев ыйтусене пуринчен малтан тата тĕрĕс хуравларĕç.