Чăваш чĕлхи эрни вăхăтĕнче Етĕрнери 1-мĕш гимназири 7-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев çырнă калавсемпе кăмăллăн паллашрĕç. „Пулă сĕрни”, „Кулачă”, „Эпĕ ÿкĕнни”, „Эпĕ сехет çĕмĕрни” тата ытти калавсем ачасене тыткăнларĕç. Çак ăса вĕрентсе калакан хайлавсем ăнланма çăмăл, тарăн шухăшлă, нумайлăха асра юлĕç. Çавна май калавсенчи сăнарсене тĕпе хурса илемлĕ ÿкерекенсен конкурсĕ иртрĕ. Чи илемли Семенова Ольăн ĕçĕ пулчĕ. Ăна вăл „Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни” калав тăрăх ÿкернĕ. Иккĕмĕш вырăна Архипов Денисăн ĕçĕ тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăна Баринов Володьăпа Угабаева Женя пайларĕç.