Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Етĕрнери пĕрремĕш гимназире „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013” иртрĕ. Акцие вĕренекенсем те,  вĕрентекенсем те активлă хутшăнчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.  Диктанта Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе çыртăмăр. Кун пек ĕç туни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парать. Чăвашла диктант çырасси йăлана кĕрессе шанас килет.