«СĂРЪЕН- ТĂВАН ЕН» НАУКĂПА ТВОРЧЕСТВО КАÇĚ

Етěрнери пěрремěш гимназире  8а класра вěренекенсем, чăваш чěлхи эрни пынă май,  «Сăръен- тăван ен»  наукăпа творчество каçěнче  активлă  хутшăнчěç. Кунта туслăн виçě творчестăлла ушкăн пуçтарăннă. Кашни ушкăн хамăр тăрăхри ÿсен- тăран, çут çанталăк  илемě çинчен калаçрě.  Суйласа илнě темăпа электронлă презентацисем хатěрлесе килнě.  Селиванова Саша тата Быкова Вероника хатěрленě «Хурăн— ман юратнă йывăç» презентации пуринчен те пахи пулчě.  Маттур ачасем вěренеççě  8а класра. Сире пурне те малашлăхра творчествăлла çитěнÿсем сунатпăр!