Чăваш чĕлхи эрнинче 6а класра "Етĕрне -тăван хула" викторина урок иртрĕ. Ачасем тăван хула çинчен презентаци курчĕç, музейсенче мĕн курнине аса илчĕç, хула урамĕсен историйĕпе кăсăкланчĕç. Вĕсем тăрăшсах викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чи маттурри Васильев Александр пулчĕ, вăл чи нумай балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
9а класра вĕренекенсем Етĕрнери художество музейĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсем Етĕрнере çуралса ÿснĕ Светлана Тодинова пултаруллă балеринăна халалланă фотокуравпа паллашрĕç, Етĕрне тăрăхĕнчи ÿнерçĕсен ĕçĕсене курса киленчĕç.
5а класра вĕренекен Судакова Настя "Улăп -2013" интернет вăйă-конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, ăна малашне те ăнăçусем сунатпăр.