1-МĚШ ГИМНАЗИРЕ ЧăВАШ ЧěЛХИ, ЧăВАШ ЮРРИ ЯНăРАТЬ!

Илемлě-илемлě,

илемлě    чăваш юрри.

Илемлě чăваш юрри  те

юрлама пěлсен  кăна.

 

  Илемлě-илемлě,

илемлě    чăваш чěлхи.

Илемлě  чăваш  чěлхи  те

тěрěс  калаçсан  кăна.

 

 Етěрнери  1- мěш гимназире чăваш чěлхи эрни тěрлě конкурссемпе пуян.  Иртенпех паян гимназире  чăваш  юррисем  янăраççě. 9а класра вěренекенсем вăйă-юрă каçне пуçтарăнни курăнать ěнтě.  Чăваш тěррисемпе эрешленě залра яшсемпе хěрсем илемлě юрăсем юрларěç, чăваш юрăçисемпе композиторěсем çинчен калаçрěç, докладсем те турěç.

Настя Михеркина «Юмах тěнчи» юрăпа пурне те савăнтарчě.  Настя халě  ку юрăпа районта ирттерекен «Уççăн янăра чăваш чěлхи» учительсемпе вěренекенсен смотр- конкурсěнче хутшăнма хатěрленет. Творчествăлла ăнăçусем  сунатпăр сана, Настя!