Чăваш чĕлхи эрнине кăçал И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалларăмăр. 5 – 11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле литература хаçачĕсем кăларчĕç. Ака уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕпе кăсăкланса викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. 11-мĕш классем вара И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалне тишкерчĕç. Халал паян кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, вăл паян кун та актуаллă. Ăна мĕн пур чăваш ачин пĕлмелле. Ахальтен мар, пирĕн халăх Иван Яковлевича пысăка хурса хаклать, асра тытса пурăнать.