Чǎваш чĕлхи кунне халалласа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чǎваш патшалǎх педагогика университечĕпе Чǎваш Республикин вĕрентÿ тата çамрǎксен политикин министерстви «Мĕн-ши вǎл Тǎван çĕр-шыв?» - «С чего начинается Родина?» пултарулǎх ĕçĕсен конкурсне ирттерчĕ. Ĕçсене чǎвашла çырмалла пулнǎ. Конкурса республикǎри шкулсенчи 10-11-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшǎннǎ. Пĕтĕмпе 82 ĕç тǎратнǎ. Вĕсенчен 28 ĕçĕ – 11-мĕш класра вĕренекенсен.
Етĕрнери 1-мĕш гимназире 11б класра вĕренекен Иванова Екатерина çак конкурсра I вырǎн йышǎнчĕ. Акǎ мĕн çырать Катя хǎйĕн ĕçĕнче: «Хамǎр пурǎнакан çĕр-шыва эпир Тǎван çĕр-шыв тетпĕр. Унта пирĕн аттесем, асаттесем, вĕсен ашшĕсемпе аслашшĕсем пурǎннǎ. Эпир те çак çĕр-шывра çуралнǎ. Хамǎр çĕр-шыва эпир анне тетпĕр. Вǎл пире хǎйĕн çǎкǎрĕпе тǎрантарать, хǎйĕн шывне ĕçтерет, хǎйĕн чĕлхине вĕрентет. Тĕнчере тǎван кĕтесрен, тǎван çĕртен, тǎван халǎхран хакли нимĕн те çук». Катя Иванова хǎйĕн малашнехи пурнǎçне тǎван чĕлхепе культурине аталантарассипе çыхǎнтарасшǎн.
Иванова Екатеринǎпа унǎн вĕрентекенне Тимофеева Валентина Николаевнǎна пĕтĕм чĕререн ǎшшǎн саламлатпǎр, çирĕп сывлǎх, ǎнǎçусем сунатпǎр.