Паян ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ Иван Яковлевич Яковлев. Чĕлхен этем пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Кашни халăхăн вара хăйĕн чĕлхи пур. Тăван чĕлхепе усă курса эпир хамăр ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăш-ĕмĕте пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Тăван чĕлхене пурин те лайăх пĕлмелле. Пирĕншĕн вăл – чăваш чĕлхи. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен пуçланать. Çапла, тăван чĕлхе пехилĕпе шкул ачи чăн-чăн çын пулса çитĕнме тивĕç. Тăван чĕлхе çынна вăй-халлă тăвать. Тăван чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. Тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхар. Тăван чĕлхемĕрçĕм! Тăван çĕр-шывăмăрçăм! Тăван аннемĕрçĕм! Эппин, ăслă ывăл-хĕр пуласчĕ пурин те пирĕн!
Аслă вĕрентекенĕмĕр сăмахĕсене асра тытса Етĕрнери 1-мĕш гимназире çак кун пысăк уяв иртрĕ. Илемлĕ зал. Чăваш кĕвви янăрать. Чăваш тумĕ тăхăннă чипер пикесемпе маттур йĕкĕтсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Гимнази пуçлǎхĕ Н.Н.Порфирьева вĕренекенсене Чǎваш чĕлхи кунĕ ячĕпе ǎшшǎн саламларĕ, Чǎваш Республики Президенчĕн саламлǎ çырǎвĕпе паллаштарчĕ. Уявра чăваш чĕлхи çепĕççĕн те сулмаклăн янăрарĕ. Я.Г.Ухсайăн «Чăваш чĕлхи», П.П.Хусанкайăн «Эп – чăваш ачи», «Тăван çĕр-шыв», «Малалла» сăввисене залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. Чăваш юрри-ташши чуна тыткăнларĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Облинова Вероника «Юмах тĕнчи», «Вăйăра» юрăсене шăпчăкран кая мар шăрантарчĕ. Лебедева Леана (5а) юрланă «Анне» юрă шухăша ячĕ. Анне вăл – çĕр çинче чи хаклă çын-çке. Пĕр тăван Аньăпа Катя Семеновăсем (7б) юрланă «Икĕ пĕчĕк сар автан» юрă пурне те кăмăла кайрĕ. 8а класра вĕренекенсем чǎваш халǎх юррисемпе савǎнтарчĕç. 10а тата 8б класс хĕрĕсемпе каччисем «Çурхи вǎрманта» юрра янǎратрĕç. 5б, 6б, 7а, 7б, 9б, 10б классем чăваш ташшине çын тĕлĕнсе тăмалла ташларĕç. И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕ чăвашла, вырăсла, акăлчанла янăрарĕ. Халăх сăмахлăхĕн ылтăн çÿпçине те уçса пăхрĕç ачасем. Ваттисен сăмахĕсене те нумай пĕлеççĕ вĕсем, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те хăвăрт тавçăраççĕ. Кăсăк ыйтусем çине тĕп-тĕрĕс хуравлама пултараççĕ.
Уява çак сăмахсемпе вĕçлерĕç ертÿçĕсем:
- Савар, мухтар чĕлхемĕре, - Ăçта кăна çитсе курмарăм
Ăна усрар чыс-хисепре – Атте-анне ятне ямарăм.
Эпир унпа ĕçе вĕреннĕ, Тăван чĕлхе чысне упрарăм,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ. Чăваш çĕрне ялан мухтарăм.
Уява хутшǎннǎ ачасенчен чылайǎшĕ тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç пулчĕ. Савǎнǎçлǎ уява 11-мĕш класра вĕренекен Иванова Екатеринǎпа 10-мĕш класра вĕренекен Афанасьев Антон илемлĕ ертсе пычĕç. Гимназире вĕренекенсем чăваш чĕлхине юратса та тăрăшса вĕренеççĕ.