Çак кун 5-6, 8-мĕш класра вĕренекенсемшĕн чăннипех те асра юлĕ. Вĕрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тĕрлĕ ăмăртусем ирттерчĕç: «Çамрăк ăсчах», «Асамлăх тĕнчинче», «37 пĕр тăван çĕр-шывĕнче», «Чăваш Республикин хулисем», «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче».
Мĕнле пуян пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи!
Мĕн тери илемлĕ пирĕн Тăван çĕр-шыв – Чăваш çĕр-шывĕ!
Чи пултаруллисем парнесем илме тивĕç пулчĕç.