И.Я.Яковлев ачалăхĕ

Етĕрнери 1-мĕш гимназире 5-мĕш класра вĕренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалăхĕпе паллашрĕç. Пĕчĕк Иван çуралсанах тăлăха тăрса юлнă. Ăна кÿршĕсем усрава илнĕ, пăхса ÿстернĕ. Ачалăхĕ йывăр пулнине пăхмасăр Иван вĕренме тăрăшнă. Кĕнеке нумай вуланă, «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Тата хăй вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван халăхне пулăшма вăй çитернĕ. Çакă  10-11 çулхи ачасене тарăн  шухăша ячĕ. Вĕсем те вĕренÿре Иван Яковлев пекех тăрăшуллă пулма шантарчĕç.