5-11-мĕш класра вĕренекенсем Чǎваш чĕлхи эрнине халалласа хаçатасем кǎларса çакрĕç. Тематики питĕ анлǎ: «И.Я.Яковлев – чǎваш халǎхне çутта кǎлараканĕ», «Чǎваш халǎхĕн мухтавлǎ çыннисем», «Чǎваш çырулǎхĕн аталанǎвĕ», «П.П.Хусанкай – чǎваш поэзийĕн çǎлтǎрĕ» т. ыт. те.
9а класс вĕренекенĕсем «И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ» темǎпа «Телейлĕ самант» вǎйǎ ирттерчĕç (Тимофеева В.П.)
6б классем «Çǎлтǎрчǎк» конкурсра тупǎшрĕç (Иванова И.В.)
7а классем И.Яковлев калавĕсемпе паллашса илемлĕ ÿкерчĕксем ǎсталарĕç (Тимофеева В.Н.)
Чǎваш чĕлхи эрни малалла пырать.