«Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет-олимпиада çĕнтерÿçи

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиада ирттерчĕç.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче 5-6 классенче вĕренекен 963 ача хутшăнчĕ, вĕсенчен – чăваш шкулĕн 5-6 класĕсенче вĕренекен 553 ача, вырăс шкулĕн 5-6-мĕш класĕсенче вĕренекен 410 ача. Республика тулашĕнче вĕренекен  ачасем кăçалхи олимпиадăна 47-ĕн хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Етĕрнери 1-мĕш гимназире 6 класра вĕренекен Объездчикова Мария хутшăнчĕ, вăл çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕ.

Жюри хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн çакна палăртрĕ: тест формипе панă ыйтусене ачасем ытларахăшĕ тĕрĕс хуравланă. Йанăшсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхине пĕлменнипе тата вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулаççĕ.

Çĕнтерÿçĕне Объездчикова Марийăна тата унăн вĕрентекенне И.В. Ивановăна саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр!